Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем радио

Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак пулӑм  телекуравпа радиовещани ӗҫченӗсен, радио юратакансен уявӗ. Яланах ҫӗннине шыракансене, итлекенсемпе куракансене чун ӑшшине парнелекенсене пула эпир хамӑр тӑвансемпе, тус-юлташсемпе тата ӗҫтешсемпе тӑтӑшах хутшӑнатпӑр.

Чӑваш Республикинче чи малта пыракан цифрӑпа информаци технологийӗсем анлӑ сарӑлнине тата аталаннине палӑртма питĕ кӑмӑллӑ! Регионӑн электронлӑ коммуникацийӗсен сферинче чӑн-чӑн профессионалсем, яваплӑ тата пултаруллӑ ҫынсем вӑй хураҫҫӗ.

Сирӗн тӳрӗ кăмăлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗр, пысӑк ӑсталӑхӑр тата хӑвӑр ӗҫӗре чунтан парӑнни чӗререн тухакан  тав сӑмахӗсене тивӗҫлӗ.

 Сире пӗтӗм чунтан ытларах ырӑ хыпарсем, пархатарлӑ итлекенсене, пултарулӑхра вара ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырлăх-сывлӑх тата шанчӑклӑ та кӑлтӑксӑр ҫыхӑну сунатӑп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн

тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                                        Олег Николаев

 

 

 

Уважаемые работники и ветераны отраслей связи и электронных средств массовой информации!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем радио!

Это праздник связистов, работников телевидения, радиовещания, радиолюбителей, всех тех, кто находится в постоянном творческом поиске, кто дарит теплоту общения слушателям и зрителям, благодаря кому мы, несмотря на расстояния, общаемся со своими родными, друзьями и деловыми партнерами.

Приятно сознавать, что все самые передовые цифровые и информационные технологии получили в Чувашской Республике  широкое распространение и развитие! В сфере связи и электронных коммуникаций региона трудятся настоящие профессионалы, ответственные и творческие люди.

Ваш добросовестный труд, мастерство и профессионализм, преданность делу заслуживают самых искренних слов благодарности. От всей души желаю вам добрых новостей, благодарных слушателей, профессиональных успехов, здоровья и связи без помех!

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                         Олег Николаев

Источник материала: Портал органов власти ЧР
11:00
RSS
Нет комментариев. Ваш будет первым!
Загрузка...